Пурнӑҫ — Вилӗм

 

3635Вилӗм пурне те танлаштарать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3636Вилӗм пуҫ вӗҫӗнчех ҫакӑнса тӑрать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3637Вилӗм сӑна тиркемест.Пурнӑҫ — Вилӗм
3638Вилӗм систерсе ҫӳремест.Пурнӑҫ — Вилӗм
3639Вилӗм ҫил мар, хупӑ алӑка та уҫса кӗрет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3640Вилӗм ҫири кӗперен те ҫывӑх.Пурнӑҫ — Вилӗм
3641Вилӗм ҫитиччен вилме ҫук.Пурнӑҫ — Вилӗм
3642Вилӗм ҫулне пыл сапнӑ теҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3643Вилӗм ҫывӑхра, ҫӑлӑнӑҫ аякра.Пурнӑҫ — Вилӗм
3644Вилӗм ҫынна суниччен хуна валли тупӑк хатӗрле.Пурнӑҫ — Вилӗм
3645Вилӗм тухтӑртан хӑрать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3646Вилӗм умӗнче пурте парӑмлӑ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3647Вилӗм ура айӗнчех.Пурнӑҫ — Вилӗм
3648Вилӗм ӳкӗнӗҫсӗр пулмасть теҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3649Вилӗм хӗрлӗ теҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3650Вилӗм хӗрхенме пӗлмест.Пурнӑҫ — Вилӗм
3651Вилӗм хулпуҫҫи урлах.Пурнӑҫ — Вилӗм
3652Вилӗм шӑла пӑхса килмест.Пурнӑҫ — Вилӗм
3653Вилӗм шырама вирьял хирне каймалла мар, вӑл кут хыҫӗнчех.Пурнӑҫ — Вилӗм
3654Вилӗме ан кӗт, вӑл хӑех килет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3655Вилӗме пӑлме ҫук.Пурнӑҫ — Вилӗм
3656Вилӗме темле паттӑр та ҫӗнеймен.Пурнӑҫ — Вилӗм
3657Вилӗме улталаймӑн.Пурнӑҫ — Вилӗм
3658Вилӗмпе кӗрешес пулать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3659Вилӗмпе пӗрле ҫылӑх та каҫать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3660Вилӗмрен ан сехӗрлен.Пурнӑҫ — Вилӗм
3661Вилӗмрен ан хӑра, ҫылӑхран хӑра.Пурнӑҫ — Вилӗм
3662Вилӗмрен никам та хӑтӑлса юлаймасть.Пурнӑҫ — Вилӗм
3663Вилӗмрен упранма мехел ҫук.Пурнӑҫ — Вилӗм
3664Вилӗмрен усалли ним те ҫук.Пурнӑҫ — Вилӗм
3665Вилӗмрен хӑракан вилӗм тупать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3666Вилӗмрен хӳтлӗх ҫук.Пурнӑҫ — Вилӗм
3667Вилӗмрен ят хуратса хӑтӑлаймӑн.Пурнӑҫ — Вилӗм
3668Вилӗмшӗн тӑван та ҫук, пӗлӗш те ҫук.Пурнӑҫ — Вилӗм
3669Виличчен этеме нумай кирлӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3670Виллине ирӗк, чӗррине тамӑк.Пурнӑҫ — Вилӗм
3671Виллисене асӑнаҫҫӗ, чӗррисено аса илеҫҫӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3674Вилме выртиччен виҫ ҫул пурӑнмалӑх тырӑ ак.Пурнӑҫ — Вилӗм
3672Вилме выртнӑ йытӑ вӗрни ҫынна хӑратмасть.Пурнӑҫ — Вилӗм
3673Вилме выртнипех вилме ҫук, чун тухасса кӗтес пулать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3675Вилме выртсан сывласа тӑранаймӑн.Пурнӑҫ — Вилӗм
3676Вилме кайнӑ — пуйса килнӗ, пуйма кайнӑ — вилсе килнӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3677Вилмен пупӗ кӗлӗ пӗтернӗ тет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3678Вилнӗ арӑслана ашак та пырса тапнӑ тет.Пурнӑҫ — Вилӗм
3679Вилнӗ вӗшле сунара ҫӳреймӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3680Вилнӗ ӗне сӗтлӗ пулать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3681Вилнӗ йытӑ какай мар.Пурнӑҫ — Вилӗм
3682Вилнӗ матка хитреччӗ.Пурнӑҫ — Вилӗм
3683Вилнӗ ҫын чунӗ кил сыхлать.Пурнӑҫ — Вилӗм
3684Вилнӗ ҫын чунӗ ҫӗлен пулса ҫӳрет.Пурнӑҫ — Вилӗм